Тури Шурҫырма — Ҫӗрпӳ районне кӗрекен ял.
Малтан Етӗрне уесӗн Ҫӗньял вулӑсне кӗнӗ, кайран, 1921 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн 1927 ҫулчен Ҫӗрпӳ уесӗн Ҫӗньял вулӑсӗнче шутланнӑ.
1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районне, 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Трак районне, 1940 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗ хыҫҫӑн Красноармейски районне кӗнӗ. 1960 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Ҫӗрпӳ районне кӗрет.